Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкул лаптӑкӗнче ӗҫ вӗрет - пӗлӳ ҫурчӗ умӗнче асфальт сараҫҫӗ. Тротуарсем те ҫӗнелеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме тата физкультура урокӗсем ирттерме хӑтлӑ майсем йӗркелеҫҫӗ. Кунта футбол уйӗ, баскетболла тата волейболла вылямалли лаптӑксем пулаҫҫӗ, тренажерсем вырнаҫтараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне унчченхи спорт лаптӑкне те йӗркене кӗртеҫҫӗ. 5 ҫул хушшинче искусствӑллӑ курӑк ҫийӗнсе пӗтнӗ. Ӗҫсене тума пурӗ 50 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Подрядчик хӑйӗн тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать. Хулан 555-мӗш ҫуралнӑ кунӗ тӗлне шкул лаптӑкӗ хатӗр пулмалла.
2-мӗш вӑтам шкула та хӑтлӑх кӳрессипе тӑрӑшаҫҫӗ - ӑшӑ тытӑмне улӑштараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кунта спорт кӗтесӗ тӑваҫҫӗ. Шкулта 1600 ача вӗренет. Ҫавӑнпа та ӗҫсен пӗлтерӗшӗ пысӑк. Объектра 15 ҫын тӑрӑшать. Ҫак кунсенче тата 2 бригада хутшӑнмалла. Мӗн палӑртнине ҫурла уйӑхӗн 17 - мӗшӗ тӗлне туса пӗтӗрмелле.
40-мӗш вӑтам шкул вара тепӗр икӗ ҫултан 50 ҫулне паллӑ тума хатӗрленет. "Паян шкулсем палӑрмалла улшӑнса пыни, ачасем валли тивӗҫлӗ майсем пурри савӑнтарать", терӗҫ патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тата федераци травматологи центрӗн ертӳҫи Николай Николаев. Кунта та ҫулсем, тротуарсем сарнипе пӗрлех ҫӗнӗ спорт лаптӑкӗ тӑваҫҫӗ.
Пур объектра та "Дорекс" пӗрлешӳ ӗҫлет. Пурӗ республикӑра ҫулталӑк вӗҫлениччен 59 шкул лаптӑкне йӗркене кӗртмелле. Ҫак тӗллевпе регион программипе 1 миллиард тенке яхӑн пӑхса хунӑ. Пӗлтӗр ҫапла 39 вӗренӳ учрежденине ҫӗнӗтнӗ.
Диана Иванова, Екатерина Янгалакова