Ачасем шкулта ӑс-тӑн пухнисӗр пуҫне ӗҫлеме те вӗренӗҫ

Ҫакӑн пек ҫӗнӗлӗхе Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ.

Тӗрӗссипе каласан, ку вӑл ҫӗнӗлӗх мар. Хӑй вӑхӑтӗнче Совет Союзӗнчи, унтан Раҫҫейри шкулсенче вӗренекен ачасем яланах ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ. Уйрӑмах ял ачисем кӗркуннесерен ҫӗр улми кӑларма, сад пахчисенче панулми татма тата ытти ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Класра вара дежурнӑйсем доска тасатнӑ, урай ҫунӑ. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче те кашни ача шкул практикинче тӑрӑшса тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ. Иртнӗ ҫулсенче ҫак йӗркене пӑрахӑҫлани ырри патнех илсе ҫитермен иккен. Ҫавӑнпа та Правительствӑра Раҫҫей вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетсе ӗлӗкхи йӑласем патне таврӑнма тӗллев лартнӑ. 

Чӑн-чӑн пӗлӳпе воспитани ӗҫӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑмалла текен шухӑша Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ те ырласа йышӑннӑ. Ку тӗлӗшпе халӑх мӗн шутланине те пӗлес терӗмӗр. 

Алексей Енейкин, Димитрий Макаров