Ҫитӗнекен ӑрӑва пӗчӗкрен тӗрлӗ профессипе паллаштарни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ачасем предприятисемпе организацисенче пулса курнӑ май тавракурӑмне ӳстереҫҫӗ, килӗшекен специальноҫ суйласа илме пултараҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса юхан шыв порчӗ те шкул ҫулне ҫитменнисем валли ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗртет. Предприяти "Профессионалитет - ача сачӗ" регион программипе килӗшӳллӗн шӑпӑрлансене хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫывӑхрах паллаштарать. Шупашкарти юхан шыв порчӗн тӗп директорӗ Ванифатий Шайкин, 3-мӗш ача сачӗн ертӳҫи Елена Павлова, 2-мӗш шкул директорӗ Марина Михалёва тата Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӳ алӑ пусрӗҫ.
Юхан шыв портне никӗсленӗренпе 58 ҫул ҫитрӗ. Паян предприятире 300 ытла ҫын тӑрӑшать. Кунта уйрӑмах механиксем, электриксем тата капитансем кирлӗ. Вӗренӳ учрежденийӗсемпе пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени пулас кадрсене хатӗрлессинче питӗ кирлӗ утӑм.
Шупашкарти юхан шыв порчӗ ачасем валли пуян программа хатӗрленӗ. Уйрӑмах ҫитӗнекен ӑрӑва Атӑл историйӗпе паллаштаракан "Шупашкар - ултӑ ӗмӗрти порт" курав кӑсӑклантарчӗ. Кунта тӗрлӗ интерактивлӑ стендсем, истори докуменчӗсем, пӑрахутсемпе баржӑсен макечӗсем тата ытти япаласем. Ҫавӑн пекех чи пӗчӗккисем валли ятарлӑ «Юхан шыв азбуки» пичетлесе кӑларнӑ.
Малашне те шкул ачисемпе шӑпӑрлансем кунта тӑтӑшах килсе ҫӳрӗҫ. Вӗренӳ учрежденийӗсенче юхан шыв тӗнчипе ҫывӑхрах паллаштаракан тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех тӗл пулура "Река" пӗрремӗш форумри курав экспозицийӗн авторне Владислав Кондратьева тата сайтсене хатӗрленӗ Роман Васильева Раҫҫей Федерацийӗн транспорт министерствин хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Ҫуралнӑ кун ячӗпе юхан шыв портне шкул ҫулне ҫитменнисем хӑйсем ӑсталанӑ картина парнелерӗҫ. Экскурси хыҫҫӑн вара шӑпӑрлансем Шупашкар причалӗнчи карап евӗр хӑйӑр купи ҫинче вӑхӑта хаваслӑн ирттерчӗҫ. Сӑмах май, кунта яланах ачасем йышлӑ. Хӑйнеевӗрлӗ вӑйӑ лапамӗ пӗчӗккисене Атӑл историйӗпе тата юхан шыв ӗҫӗпе ҫывӑхрах паллашма пулӑшасса шанаҫҫӗ портра ӗҫлекенсем.
Елена Дмитриева, Святослав Петров








