9-мӗш тата 11-мӗш классенчен вӗренсе тухакансемшӗн хӗрӳ тапхӑр - экзамен вӑхӑчӗ пырать

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче шкул пӗтерекенсем суйласа илнӗ предметпа пӗрремӗш тӗрӗслев витӗр тухнӑ. 4-мӗшӗнче пурте тытакан вырӑс чӗлхипе экзамен пулнӑ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкарти 45-мӗш шкулти пунктра пулса курчӗ. 

Тем пек тӑрӑшса хатӗрленсен те хумхану кашнинех пур. Пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗ 3 сехет ҫурӑ пырать. Шкула, унтан классене ҫирӗплетнӗ  йӗрке тӑрӑх документсене тӗрӗслесе кӗртеҫҫӗ, ҫумра ытлашши япала пуррине ятарлӑ хатӗрсем систереҫҫӗ. 45-мӗш шкула экзамен тытма Шупашкарти 5-мӗш лицейпа 4-мӗш гимназирен, 2-мӗш, 12-мӗш, 29-мӗш шкулсенчен килнӗ. 18 аудиторире пурӗ 266 ҫамрӑка йышӑннӑ.

Математикӑпа, вырӑс чӗлхипе, суйласа илнӗ ытти предметсемпе пӗлӳ шайне кӑҫал республикӑри 5 пин ытла 11-мӗш класс ачи, 9-мӗшӗнчен вӗренсе тухакан 15 пине яхӑн ҫамрӑк тӗрӗслет. Ытларах пайӗ - Шупашкарта.

Паянхи лӑпкӑ мар саманара пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсен хӑрушлӑхӗ пулсан хӳтӗ вырӑнсене те маларах пӑхса хуни паха. Ачасене алӑксӑр, чӳречесӗр пӳлӗме вырнаҫтармалли меслетсене 45-мӗш шкулта та шута илнӗ. Шывне те, апатне те хатӗрленӗ. Медицина ӗҫченӗсем ачасем аптрас пулсан сыхӑ тӑраҫҫӗ. Экзамен ирттерессипе тӗрлӗ енлӗ ӗҫлекен комиссисенче республикипе 5 пин те 500 ытла специалист. Вырӑс чӗлхипе патшалӑх тӗрӗслевӗ ирттерме 51 пункт йӗркеленӗ. Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсем экзамен тытнӑ хыҫҫӑн 7-14 кунран паллӑ пулаҫҫӗ. Алла аттестат илсен пурнӑҫри тепӗр тапхӑр кӗтет. Кам аслӑ классене куҫать, хӑшӗ вӑтам професси пӗлӗвӗ илме, хӑшӗ аслӑ шкулта вӗренӗве тӑсма ӑнтӑлать.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров