Шупашкарти 19-мӗш ача сачӗ юсав хыҫҫӑн авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫӑлмалла. Ӗҫе подряд организацийӗ маларах вӗҫлессе шанаҫҫӗ кунта. Ашшӗ-амӑшӗпе ачисем те ҫакна чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. 85-мӗш садикри юсав та графикпе килӗшӳллӗн пырать. Электричество, ӑшӑ тытӑмӗсене улӑштарнӑ та ӗнтӗ. Шкулсенче вара ӗҫ кал-кал пырать тесе калаймӑн. 27-мӗш шкулта юсав вӑраххӑн шунипе кӑмӑлсӑр.
Елена Дмитриева, Екатерина Данилова, Димитрий Макаров