35 пин ытла специалист вӗрентсе кӑларнӑ аслӑ шкул

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать. Ку аслӑ шкула никӗсленӗренпе 95 ҫул ҫитрӗ.

Чи малтан унта 106 студент вӗренме кӗнӗ. Паянхи кунччен вара аграри университечӗ 35 пин ытла специалиста вӗрентсе кӑларнӑ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Енри тата ытти регионти пысӑк предприятисемпе хуҫалӑхсен, ӑслӑлӑх центрӗсен ертӳҫисем. Уяв ячӗпе савӑнӑҫлӑ пуху Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртрӗ. 

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ - республикӑри пӗртен-пӗр ял хуҫалӑх аслӑ шкулӗ тата ҫӗршыври чи аслӑ аграри шкулӗсенчен пӗри. Кунта паян тӑватӑ пин ытла студент пӗлӳ илет, 123 аспирант наукӑри ӑсталӑхне туптать. Вӗренӳ заведенийӗнче биологипе агрономи, ветеринари медицини, инженерипе экономика енӗпе тивӗҫлӗ шайра пӗлӳ параҫҫӗ. Ҫамрӑк специалистсене тӗрлӗ енлӗн аталанма, пуян опыт пухма, вӗреннӗ вӑхӑтрах пӗрремӗш утӑмсем тума майсем ҫителӗклӗ. Сӑмахран, иртнӗ виҫӗ ҫулта кӑна 34 вӗренекен "Студенческий стартап" федераци конкурсӗнче мала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хӑйсен инноваци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме миллионшар тенкӗ панӑ. Кашни ҫулах университетра вӗренекенсем ҫӗршыв шайӗнчи тӗрлӗ ӑмӑртура мала тухаҫҫӗ. Паллах, ҫакӑнта вӗрентекенсен тивӗҫӗ пысӑк. Уявра ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ специалистсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. 

Университетра ӑслӑлах ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кунти ӑсчахсем уй-хирти тухӑҫлӑха ӳстерес тата выльӑх-чӗрлӗх сывлӑхне лайӑхлатас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен ял хуҫалӑх техникин проекчӗсене хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗнӗ ӳсен-тӑран сорчӗсене кӑлараҫҫӗ. Наукӑпа тӗпчев лабороторийӗсем ҫамрӑк ӑсчахсене пӗлӗвне аталантарма, ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртме майсем уҫса параҫҫӗ. Сӑмах май, Аграри университечӗ ҫитӗнекен ӑрӑва мӗн пӗчӗкрен ҫӗр ӗҫӗпе кӑсӑклантарать. Чӑваш Енри 147 ача сатӗнче агролабороторисем пур. 2016-мӗш ҫулта Красноармейски округӗнче пӗрремӗш "Агрокласс" ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ ҫакӑн пек классем кашни округрах пур. 

Аслӑ пӗлу учрежденийӗнче фермер ӗҫне те алла илме пулӑшаҫҫӗ. Ятарлӑ шкулта пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан малӗмӗтлӗ хастарсем те, ҫӗр ӗҫӗнче нумай ҫул тӑрӑшакансем те ӑсталӑхне ӳстерме пултараҫҫӗ. "Фермер шкулӗ" 2001-мӗш ҫултанпа аграри университечӗ ҫумӗнче ӗҫлет. Унта вӗренекенсем сыр тӑвассипе, ҫырла ҫитӗнтерессипе, пулӑ ӗрчетессипе тата ытти енпе пӗлӳ илеҫҫӗ. Республикӑра хӑмла туса илессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та регион Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе университет ҫумӗнче ятарлӑ центр уҫнӑ. Халӗ кунта симӗс ылтӑн ҫитӗнтерессипе тӗрлӗ тӗпчев ирттереҫҫӗ. 

95 ҫул Аграри университечӗ йӑла-йӗркене упраса тивӗҫлӗ специалистсене вӗрентсе кӑларать, республикӑн агропромышленность комплексӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать. Паян вӑл пурнӑҫпа тан утса пырать, малашне те хӑйӗн умне тата пысӑк тӗллевсем лартать. 

Елена Дмитриева, Денис Афанасьев