Пӗрремӗш сменӑна 500-ре яхӑн ача пуҫтарӑннӑ. "Шурӑ чулсем" центр регионсем шайӗнчи лагерь пулса тӑнӑ. Кунта пирӗн республикӑри вӗренекенсемпе пӗрлех Мускавран, Питӗртен, Чулхуларан, Хусантан, Йошкар-Оларан, Сургутран ҫамрӑксем килсе ҫитнӗ.
"Артек" программипе пӗрлех лагерь йӗркине республикӑн хӑйнеевӗрлӗхне те кӗртнӗ. Ытти регионтан килнӗ ачасем чӑваш халӑх культурипе паллашӗҫ, ӑмӑртусене хастар хутшӑнӗҫ.
Вожатӑйсем те хамӑр республикӑран кана мар, ытти регионсенчен те пур. Пурте вӗсем аслӑ пӗлӳллӗ. Чылайӑшӗ кунта пӗрремӗш хут мар ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та ачасен вӑхӑтне тӗрлӗ енлӗ йӗркелесси вӗсемшӗн йывӑр мар.
"Губернатор лагерӗ" проект "Шурӑ чулсем" центрпа пӗрлех кӑҫал пӗрремӗш хут "Росинка" лагерьте те пурнӑҫа кӗрет. Кашнинче 3-шер смена йӗркелеҫҫӗ. Вӗсенче пурӗ 1800 ытла ача сывлӑхне ҫирӗплетӗ.
Леонид Петров, Игорь Ульянов