"Пурӑнан пурнӑҫра темӗн те пулӗ. Ниме пӑхмасӑр савӑнса-кулса ҫӳремелле. Кулянни, пӑшӑрханни чире ярать", - тет Серафима Тимофеевна. Ҫулӗсене кура мар шӳтлеме юратать, юрӑ юрласа кӑмӑлне ҫӗклет. Ҫур ӗмӗр ачасене пӗлӳ панӑ та чылай хайлава халӗ те асра тытать. Уйрӑмах Иван Крылов юптарӑвӗсене кӑмӑллать. 17-ре чухне учительте ӗҫлеме пуҫланӑ та 70 ҫултан иртичченех шкул сукмакне такӑрлатнӑ. Вырӑс, нимӗҫ чӗлхисене вӗрентнӗ. Кӗҫӗн классене те ертсе пынӑ. "50 ҫула яхӑн ӗҫлесе ялта вӗрентмен ача юлмарӗ пулӗ", - тет ветеран.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров