Атӑл хӗрринче илемлӗн те мӑнаҫлӑн курӑнса ларакан хула Раҫҫейри пӗчӗк хуласене хӑтлӑх кӳме май паракан конкурсра ҫӗнтернӗ. Проект тӗллевӗ - Сӗнтӗрвӑрри ҫыранлӑхне юсаса ҫӗнӗ сӑн-сӑпат кӳресси, кимӗ-карап чарӑнмалли вырӑн тӑвасси, культура пӗлтерӗшлӗ объектсене йӗркене кӗртесси. Унӑн пӗтӗмӗшле хакӗ - 69 миллион тенкӗ. Пухӑннисем 15 ушкӑна пайланчӗҫ. Кашниех хӑй малашлӑхра куракан лаптӑкӑн планне хут ҫине куҫарчӗ.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов