Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче таврари 9 ялта пурӑнакан 649 ача вӗренет. Вӗсене мӗнле апатлантарнине тӗрӗслекенсем кунта ҫак уйӑхра кӑна иккӗмӗш хут ҫитрӗҫ. Ку ахальтен мар. Иртнинче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем тупса палӑртнӑ. Поварсем меню тӑрӑх хатӗрлеменнине, продукцие ӑҫтан кӳрсе килнине кӑтартакан документсенче йӗрке ҫуккине шута илнӗ. Вырӑнти прокуратура ҫакӑн тӗлӗшпе предписани кӑларнӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн темиҫе кунран шкул мӗн-пур кӑлтӑксене пӗтерни пирки пӗлтернӗ. Ҫакна шута илсе ятарлӑ ушкӑн кунта кӗтмен ҫӗртен тепӗр хут ҫитрӗ.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров