Вӗренекенсем вырӑнне строительсем хуҫаланӗҫ

Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнчи ҫӗнӗ шкул Пӗлӳ кунӗ ачасене йышӑнмӗ.

Кашмашра пурӑнакан Наталия Поликарпова ялта ҫӗнӗ шкул ҫӗкленнӗшӗн тем пекех хӗпӗртет. Ывӑлӗ Артемий кунта 6-мӗш класа ҫӳреме пуҫлӗ. Унччен вӑл Ҫатракассинчи шкул сукмакне такӑрлатнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне те унӑн унтах кӗтсе илме тивӗ. Кашмашри пӗлӳ ҫурчӗн алӑкӗ ачасемшӗн тепӗр икӗ уйӑха яхӑн хупӑ пулӗ. Пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче ӗҫе пуҫӑннӑ строительсем ӑна вӑхӑтра хута яраймаҫҫӗ. Сӑлтавӗ - проектпа смета документацине улшӑнусем кӗртнинче, - теҫҫӗ район администрацийӗнче. Унсӑр пуҫне строительство материалӗсем хакланса кайни те витӗм кӳнӗ. 

 

Екатерина Фомина, Анна Давыдова, Михаил Солин