Вӑрнарти 1-мӗш шкулта вӑраха тӑсӑлнӑ юсав вӗҫленчӗ

Ачасем юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче партта хушшине ларнӑ. Аса илтеретпӗр, юсав ӗҫне вӑхӑтра пӗтерейменнипе вӗренӳ учрежденийӗ Пӗлӳ кунӗ уҫӑлман.

Пӗлӳ ҫуртне ҫӗнӗ подряд организацийӗ йӗркене кӗртсе ҫитернӗ. Физкультура урокӗсем халӗ ҫӗнетнӗ спорт залӗнче иртеҫҫӗ. Эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайӑхлансан, уявсене те ҫутӑ та пысӑк залра йӗркелӗҫ. Республика ертӳҫи Олег Николаев вӗренӳ пӳлӗмӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗ, столовӑй ӗҫӗпе кӑсӑкланчӗ, вӗрентекенсемпе шкул ачисемпе курса калаҫрӗ. 

 

 Елена Дмитриева, Алиса Александрова, Михаил Солин