Вӑрнарти 1-мӗш шкулта вӑраха кайнӑ юсава ҫӗнӗрен пуҫӑнмалла

Строительсен тепӗр 5-6 эрнерен ӗҫе вӗҫлемелле. Унсӑр пуҫне чире пула хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнма кирлӗ хатӗрсене туянмалла. Ҫапла тӗллев лартнӑ Алла Салаева вице-премьер унта канашлу ирттернӗ май.

Вӑрнарти 1-мӗш шкул хута кайнӑранпа кӑҫал шӑпах 100 ҫул. Анчах сумлӑ юбилейпе саламлас вырӑнне халӗ кунта кӑткӑс ыйтусем татса пама тивет. Ашшӗ-амӑшӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫапла пуҫланнишӗн, паллах, кӑмӑлсӑр. Пӗлӳ ҫуртне ҫулла тӗпрен юсама пуҫланӑ. Пӳлӗмсене тирпейленипе пӗрлех, шкул тӑррине, ҫуртне, шыв пӑрӑхӗпе канализацине, электричество тата вентиляци тытӑмӗсене улӑштарса ҫӗнетмелле пулнӑ. Контрактпа килӗшӳллӗн пӗтӗмпе 30 миллион тенкӗлӗх ӗҫ тумалла пулнӑ. Юсава ҫурла уйӑхӗн юлашки кунӗсенче вӗҫлессе шаннӑ. Анчах ӗҫе кӳлӗннӗ Новосибирскри компани те, ӑна тӗрӗслесе тӑракансем те васкаман. Ҫавна май 800 ытла ачан ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хӑйне евӗр пуҫлама тивнӗ. 5-мӗш класран пуҫласа аслӑраххисем инҫет майпа пӗлӳ илеҫҫӗ, кӗҫӗн классем - юсав пыракан ҫуртпа юнашар. 

 

Ирина Николаева, Николай Скворцов