Халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑпа Нурӑс ял тӑрӑхӗнче кӑҫал виҫӗ проектпа ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл шутра ача-пӑча валли лаптӑк тӑваҫҫӗ. Кӳлхӗррисем ял ачисем валли пӗрле пуҫтарӑнса вылямалли, сывлӑха ҫирӗплетмелли илемлӗ те хӑтлӑ кӗтес йӗркелесси пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Тинех тӗллеве пурнӑҫа кӗртме май килнӗ. Пӗтӗмӗшле проект хакӗ - 450 пин тенкӗ. Укҫан пысӑк пайне район тата республика хыснисенчен уйӑрнӑ.
Елена Дмитриева, Святослав Петров