Вӑрмарсемпе куславккасем вырмана ҫывӑх кунсенче вӗҫлес тӗллевлӗ

Кӑҫал тӗш тырӑ тухӑҫлӑхӗ пӗлтӗрхинчен чылай сахалрах пулин те, мӗн пухса илни республикӑна тивӗҫтерме туллин ҫитет.

Кун пирки Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Вӑрмарпа Куславкка тӑрӑхӗсенчи уй-хир ӗҫӗсемпе паллашнӑ май палӑртрӗ. 

Владимир Иванов фермер хуҫалӑхӗнче халь хӗрӳ ӗҫҫи - урпа выраҫҫӗ. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 2 пин ытла гектар ҫинчен пухса кӗртнӗ. Тыр-пулӑн вӑтам тухӑҫлӑхӗ - 26-27 центнер. Хуҫалӑхра хальхи йышши хир карапӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Олег Николаев та хӑватлӑ техника рулӗ умне ларса курчӗ. Куславкка районӗнчи "Родина" хуҫалӑхра та тухӑҫ пӗлтӗрхинчен сахалрах - гектартан 21 центнер ытла. Халь кунта кӗрхисене акаҫҫӗ. Хуҫалӑх ертӳҫин Людмила Емельянован сӑмахӗпе тыр-пула тивӗҫлӗ хакпа сутассипе йывӑрлӑхсем ҫук. Ӑна ҫурҫӗрти регионсене ӑсатаҫҫӗ. 

 

Алена Артемкина, Михаил Нагоркин, Игорь Ульянов