Икӗ районти вӗренӳ учрежденисенчи лару-тӑрупа Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вырӑна ҫитсе паллашрӗ.
Вӑрмарти сатике 1984-мӗш ҫулта сӗтел-пукан фабрикинче ӗҫлекенсен ачисем валли тунӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт 50 ытла процент юхӑннӑран ӑна тӗпрен юсама йышӑннӑ. Ҫурта ҫӗнетнипе ашшӗ-амӑшӗ те, кунта ӗҫлекенсем те кӑмӑллӑ. Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри вӑтам шкулта та юсав пырать. Ятарлӑ программӑпа вӗренӳ учрежденине йӗркене кӗртме 47 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Кунта таврари 10 ялта пурӑнакан ачасем ӑс пухаҫҫӗ. Кӑҫал 23 вӗренекен пӗрремӗш хут партта хушшине ларӗ. Ҫурта утӑ уйӑхӗнче юсама пуҫланӑ. Контракт тӑрӑх юпа уйӑхӗн 15-мӗш тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Ҫавна май пӗлӳ кунӗ кунта ачасене кӗтсе илеймӗҫ. Вӗренӳ ӗҫне улшӑнусем кӗртме тивнӗ.
Алена Артемкина, Михаил Нагоркин, Игорь Ульянов