Хаяр вăрçă Пинер историйӗнче те тарăн йĕр хăварнă. Нимӗҫ фашисчӗсем тапӑннине пӗлтерсенех ялти 12 çын фронта тухса кайнă. Пӗтӗмпе вара 4 çулта ку тăрăхри 475 ҫын тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Вĕсенчен çурри таврăнайман. Унтанпа нумай çул иртнĕ пулин те, вӑрҫӑ ахрӑмӗ паян кун та халăх асĕнче. Çакна пинерсем хăйсен ĕçĕпе çирĕплетеҫҫӗ. Паттӑрсене халалласа лартнă палăк кивелнине кура, ялта пурӑнакансем тата кунта ҫуралса ӳснисем ăна çĕнетме йышăннă. Ырӑ ӗҫе кашниех хӑйӗн тӳпине хывнӑ. Халăх вăйĕпе 93 пин тенкĕ пуçтарса республика программине хутшӑннӑ пинерсем. Асӑну вырӑнне пӗлтӗр - Аслӑ Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă кун уçма палăртнă пулнă, анчах пандеми хӑйӗн витӗмне кӳнӗ.
Леонид Петров