Вӑхӑтра уҫӑлман Вӑрнарти 1-мӗш шкула юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтерме шантараҫҫӗ

Вӑрнарти пӗрремӗш шкулта ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ? Ҫакна пӗлес тӗллевпе поселокра Чӑваш правительствин вице-премьерӗ Алла Салаева пулса курчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл район больницинчи юсавпа паллашрӗ.

Вӑрнар тӑрӑхӗнче Алла Салаева икӗ эрне каялла пулнӑччӗ. Ун чухне районта пурӑнакансем поликлиникӑра черет пысӑк пулни, тухтӑрсем ҫитменни, сывӑ ачасемпе чирлисене пӗр вӑхӑтра йышӑннине пӗлтернӗччӗ. Ҫавӑнпа та хальхинче сиплев ҫуртӗнче харӑсах икӗ ушкӑн тӗрӗслевпе пулчӗ. Ҫак тапхӑрта больницӑри кӑткӑс ыйтусене татса пама пултарнӑ. Температурӑллӑ ачасене уйрӑм алӑкран кӗртеҫҫӗ. Ҫавӑнпа ыттисене чир ерес хӑрушлӑх чакнӑ. Ҫавӑн пекех тухтӑрсен кун йӗркине каҫхи 6 сехетчен тӑснӑ. Ҫакӑ ӗҫлекен ашшӗ-амӑшӗшӗн уйрӑмах меллӗ. Алла Салаева палӑртнӑ тӑрӑх, подряд организацийӗ ӗҫе графикпе килӗшӳллӗн туса пырать, ҫитменлӗхсем ҫук. Вӑрнарти 1-мӗш шкулти лару-тӑру вара пачах урӑхла. Пӗлӳ ҫуртне авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗ тӗлне юсаса пӗтермелле пулнӑ. Анчах ӗҫ вӑраха кайнӑ. Объектшӑн яваплӑ пулнӑ Новосибирскри компанипе килӗшӗве пӑрахӑҫлама тивнӗ. 

 

Елена Дмитриева