Кивьял Хапӑсра пурӑнакансем ҫакӑн пек хӑтлӑ вырӑн туса панӑшӑн питӗ хӗпӗртеҫҫӗ. Кунта халӗ ватти те, вӗтти те тӑтӑшах пуҫтарӑнаҫҫӗ. Пӗчӗккисем тӗрлӗ вӑйӑсем выляҫҫӗ, ҫитӗннисем тренажерсем ҫинче сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне пӗр-пӗринпе курса калаҫни те кӑмӑл-туйӑма ҫӗклет, теҫҫӗ кивьялхапӑссем. Объекта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 139-мӗш Указӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме регион хыснинчен 1 миллион та 200 пин тенкӗ уйӑрса панӑ.
Елена Дмитриева, Михаил Солин