Шел прулин те, ҫӗнӗ вирус республикӑра сарӑлсах пырать. Иртнӗ талӑкра инфекци ернӗ тепӗр 87 ҫын тупса палӑртнӑ. Малтанхи пекех чирлисен шучӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисенче, Патӑрьел, Канаш, Комсомольски, Шупашкар районӗсенче пысӑк. Муркаш тӑрӑхӗнче те лару-тӑру лӑпкӑ мар. Унта граждӑнла хӳтӗлев тата чрезвычайлӑ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ертсе пыракан ушкӑн пулчӗ.
Алиса Александрова, Анна Давыдова, Михаил Солин