Тӑван ял тӑрӑхне илемлӗ те хӑтлӑ тӑвас тӗллевпе

"Ялта пурӑнма лайӑх". Ҫапла ятпа Красноармейски тӑрӑхӗнче ялсене аталанма пулӑшакан форум иртрӗ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен тавралӑхне хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ проектсене хӳтӗлесе муниципалитет пулӑшӑвне тивӗҫрӗҫ. 

Трак тӑрӑхӗн ӗҫчен халӑхӗ кӗр мӑнтӑрӗпе савӑнса муниципалитет шайӗнчи пысӑк форума пухӑннӑ. Пурин те пӗр тӗллев - тӑван ял тӑрӑхне илемлӗ те хӑтлӑ тӑвасси. Ҫакна тӗпе хурса хастарсем ятарлӑ проектсем хатӗрленӗ.

Ҫак улшӑнусем хуланалла туртӑнакан ҫамрӑксене тӑван ял енне ҫаврӑнса пӑхма хистеҫҫӗ, ҫуралса ӳснӗ ҫӗртех усӑллӑ пулса пурӑнма пулӑшаҫҫӗ. 

Форума йӗркелекенсен шухӑшӗпе халӗ чылай яла ҫӗнӗ варкӑш кӳме пулать. Халӑх сӑмахлӑхӗнче аваллӑхпа ҫыхӑннӑ хӑйнеевӗр кӑсӑклӑ самантсем кашни тӑрӑхрах пур. Вӗсене кирлӗ пек ҫӗклесе халӑхра сарсан ялсене ҫулҫӳревҫӗсемпе туристсене те илӗртме пулать. Ял пурнӑҫӗ пуриншӗн те кӑсӑклӑ пулма пултарнине Кирилл Степанов ҫамрӑк блогер хӑй ҫинче туйса илнӗ. 

-Тӑрӑшсан - пулатех, тесе Трак тӑрӑхӗн администрацийӗ те ҫӗнӗ проекта пысӑк шанӑҫпа пуҫарнӑ. Чи пахи - халӑха ырӑ улшӑнусене ӗнентерсе тӗрлӗ проект хатӗрлеме вӗрентни. Ҫапла майпа ҫынсем ялсенчи чылай ыйтӑва хӑйсемех татса пама пултарас шухӑшпа ҫирӗпленеҫҫӗ. Ырӑ пуҫарура вара вырӑнти администраци ал парать.

Виҫӗ ярӑмлӑ форумӑн пӗрремӗш пайӗ ҫуркунне иртнӗ. Муниципалитет ертӳҫисем халӑхпа тӗл пулса пуҫаруллӑ хастарсене аталану проекчӗсем ҫырма вӗрентнӗ, тӗрлӗрен ӑнӑҫлӑ тӗслӗхсем кӑтартса хавхалантарнӑ. Конкурса пурӗ 15 ял хутшӑннӑ. Вӗсенчен ҫурри ытли форумӑн 2-мӗш тапхӑрӗнчен малалла иртеймен. 6 ял тӑрӑхне кӗрекен 7 ял вара финала тухнӑ. Хӑйсен проекчӗсене вӗсем сумлӑ комисси умӗнче хӳтӗлерӗҫ. Проектсен хӳтӗлевӗнче, паллах, йӑнӑшсемсӗр пулмасть. Ҫавӑнпа та специалистсен сӗнӳ-канашӗсем вырӑнлӑ пулчӗҫ.

Сцена ҫинче хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янранӑ вӑхӑтра тӳресем ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗҫ. Форума хутшӑнакан кашни ял тулӑх сӗтел хатӗрленӗ. "Тутлӑ" ятпа иртнӗ конкурсра пурне те 5-шер пин тенкӗлӗх сертификатпа чысларӗҫ. Проект хӳтӗлекенсенчен вара 5 яла 100-шер пин тенкӗ пама йышӑнчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна Пӑрӑнтӑк ялӗ тухрӗ. Вӑл 5 миллион тенке тивӗҫрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем вара яманаксем пулчӗҫ. Вӗсен проектне пурнӑҫа кӗртме 25 миллион тенкӗлӗх сертификат пулӑшӗ.

Ҫавӑн пекех яманаксем ялти тӗп урама хӑтлӑх кӗртсе иртнӗ ҫул ҫеҫ хута янӑ Культура ҫурчӗ умне тирпейлеме палӑртаҫҫӗ. Конкурсра ҫӗнсе илнӗ укҫа-тенке ӗҫе кӗртме вӗсене 5 ҫул параҫҫӗ. Администраци ҫак форума ҫитес ҫулсенче те ирттерес тӗллевлӗ.

Алексей Енейкин