Тӑвай ялӗнчи каяш шывӗсене тасатакан станцие 1982-мӗш ҫултах тунӑ. Кивелсе кайнӑран вӑл тулли вӑйпа ӗҫлеймен. Вырӑнти администраци 3 ҫул каяллах ку тытӑма ҫӗнетесси пирки ыйту тӑратнӑ. Ун чухнех проект хатӗрленӗ. Кӑҫал тинех ӗҫ вырӑнтан тапраннӑ. Ялти физкультурӑпа спорт комплексӗнче те ӗҫ вӗрет. 10 ҫул авариллӗ шутланнӑ ҫурта тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ. Тултан та, шалтан та пӗтӗмпех юсанисӗр пуҫне чӳречесемпе алӑксене, электричество, шыв тата сывлӑша уҫӑлтармалли тытӑмсене улӑштараҫҫӗ. Тӑвайӗнче районти культура ҫуртне те тӗпрен юсаҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Екатерина Данилова, Вадим Владимиров