Шупашкар районӗнчи Селедкинсемпе Ивановсем 10 ҫул ытла кил-ҫурчӗсене Ҫӗнӗ Ҫул тӗлне капӑрлатаҫҫӗ

Вӗсен тӑрӑшулӑхне район тата республика шайӗнчи конкурссенче те палӑртнӑ.

Шӑнкасри Ивановсен килӗ умӗнчи тавайккинчен аслисем те, ачасем те ярӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Кунта яланах ҫын йышлӑ. Кил хуҫисем ҫавӑн пекех юртан тӗрлӗ кӳлепе тӑваҫҫӗ. Кӑҫал юр сахал пулин те Ивановсем ҫухалса кайман. Вӑрманти чӗр чунсене ӑсталама май тупнӑ. 

Вӑрманкасри Селедкинсен хуҫалӑхне те кашни хӗл юр кӗлеткесем илем кӳреҫҫӗ. Вӗсен йышӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. 4 ҫул каялла пӗр мӑшӑр пулнӑ. Унтан кашни ҫул вӗсем ҫумне "ачисем" хушӑнса пыраҫҫӗ. Кашнине сӑрласа илемлетнӗ. 

 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров