Шупашкар районӗнче пӗчӗккисем валли вылямалли кӗтес йӗркеленӗ

Мӑштавӑшра ял уявӗ иртрӗ. Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Уйӑп Мишши ҫуралса ӳснӗ ялта "Уйӑп" ятлӑ ача-пӑча вылямалли лаптӑк уҫрӗҫ.

Ака-суха ӗҫӗпе атте-аннене сума суса, уява "Алран кайми" халӑх гимнӗпе пуҫларӗҫ. Нумаях пулмасть кӑна-ха Мӑштавӑш пирки пӗтекен ял тесе шутланӑ. Халӑх калашле, пурнӑҫа пӗлме ҫук: юлашки вӑхӑтра кунта капмар ҫуртсем ҫӗкленсе ларма тытӑннӑ. Ӑҫта ҫамрӑк ҫемье - унта ача-пӑча. Пӗчӗккисем валли вара юмахрилле савӑнӑҫ кӗтесӗ кирлӗ. Ҫапла тӗвӗленнӗ те ачасем валли вылямалли лаптӑк тӑвасси. Хӗрлӗ хӑйӑва ялти чи кӗҫӗн арҫын ача касрӗ. Ялта пурӑнакансене уяв ячӗпе саламлама районтан яваплӑ ҫынсем, вырӑнти депутатсем килнӗ. Пурте мӑштавӑшсене пуҫаруллӑ та хастар пулнишӗн ырлаҫҫӗ. Асаттесен йӑлипе нимелле ӗҫлесе пурӑнма пӗлни - ӗмӗртен тӗрӗсленнӗ мел: пӗрлехи малкурӑмлӑ ӗҫ яланах тухӑҫлӑ. Чи маттуррисене, чылай ҫул пӗрле пурӑннӑ ҫемьесене, сумлӑ ватӑсене Тав ҫырӑвӗпе парне парса хавхалантарчӗҫ.

 

Марина Карягина, Николай Семёнов