Шӑмӑршӑ районӗнче коронавирус инфекцийӗпе хастар кӗрешеҫҫӗ

Республикӑн сывлӑха сыхлас ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, "Спутник Ви" вакцинӑна тепӗр 4 пин те 500 хут тумалӑх кӳрсе килнӗ. Препарат сыватмӑшсене ҫитнӗ те ӗнтӗ.

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче пурӑнакансене прививка тӑвасси палӑртнӑ йӗркепе пулса пырать. Район тухтӑрӗсем ялсене тухса ҫӳреҫҫӗ. Киле пырса та, ятарлӑ автобусри медпунктра та вакцина яраҫҫӗ. Кӑҫал Шӑмӑршӑ больницинче ача-пӑча корпусне юсаса пӗтернӗ, халь кунта поликлиника. Чирлисене вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗ пама пӗтӗм май пур: уҫӑ регистратура, уйрӑмсемпе кабинетсен тӗлне кӑтартакан паллӑсем, пулӑшакан администраторсем - йӑлтах меллӗхшӗн йӗркеленӗ. 

 


Марина Карягина, Татьяна Иванова, Димитрий Макаров.