Сӗнтӗрвӑрринче хулан сӑн-сӑпатне лайӑхлатассине халӑхпа сӳтсе явнине пӗтӗмлетрӗҫ

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗпе Чӑваш Ен митрополийӗн пуҫлӑхӗ тата хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ вырӑнти пуҫлӑхсемпе иртнӗ тӗлпулура сӳтсе яврӗҫ.

Сӗнтӗрвӑррине аталантармалли программӑн шӑнӑрне иртнӗ уйӑхра хула ертӳҫисем министрсемпе тата архитекторсемпе пӗрле пӑхса тухнӑччӗ. Ҫавра сӗтеле Атӑл тӑрӑхӗнчи дизайнерсемпе урбанистсем, вырӑнти халӑх хутшӑннӑ. Калаҫӑвӑн тӗп тӗллевӗ -  Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакансен шухӑшне шута илсе хула ҫыранлӑхӗн сӑнне илӗртӳллӗрех тӑвасси. Ку вырӑнта культура эткерлӗхне упракан ҫурт нумай. Ҫавӑн пекех историшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ авалхи чиркӳсем пур. Вӗсене ҫӗнетни хула сӑн-сӑпатне улӑштарнипе пӗрлех кунта туристсене ытларах илӗртме пуҫламалла. 


Алексей Енейкин, Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин