"Сӗнтӗрвӑрри хули туристсен картти ҫинче хӑйӗн вырӑнне тупмалла"

Республикӑна туристсене илӗртес тӗлӗшпе халӗ ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Кун пирки Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Сӗнтӗрвӑрринче иртнӗ канашлура пӗлтерчӗ.

Халӗ Чӑваш Енре туризма аталантармалли ҫул-йӗре хатӗрлеҫҫӗ. Хӑнасемшӗн вырӑнти пӗр-пӗр уяв, пулӑм кӑсӑк пулма пултарать. Ҫавӑнпа та ку енӗпе ытларах ӗҫлемелле. Республикӑра иртекен йӑла-йӗркесемпе ҫыхӑннӑ фестивальсемпе конкурссене, ярмӑрккасене шута илсе ҫӗнӗ маршрутсем йӗркелемелле. 

 


Диана Иванова, Виктор Степанов