Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен ӗҫ паттӑрлӑхӗ ҫинчен кашнин пӗлмелле

Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем хулан тӗп тӳремӗнче 1941 ҫулхи лару-тӑрӑва сӑнарласа кӑтартрӗҫ, окоп чавма каякансене ӑсатнӑ вырӑнта митинг ирттерчӗҫ.

Сӑр хӗрринче бомба-снарядсенчен хӳтӗленмелли ҫӗр пӳртсемпе окопсем чавнӑ ентешӗмӗрсене халалланӑ акцие хутшӑнакансем шӑпах ҫак историлле вырӑна ҫитсе чарӑнчӗҫ: ҫакӑнтан ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене фронта ӑсатнӑ, юлнисем ҫакӑнтанах окоп чавма тухса кайнӑ. Йышра 92-ри Вера Макаркина та пур. Ҫав шартлама сивӗ хӗл хӗрачан икӗ эрне аппӑшӗ вырӑнне окоп чавма тивнӗ. Шӑлпа шӑл тивми сивӗре лумпа шӑн ҫӗре таккани нихҫан манӑҫми асра юлнӑ. 

 


М.Карягина, В. Антонов, И.Парамонов