Республикӑри темиҫе ялта фельдшер пункчӗсемпе врач амбулаторийӗсем тӑваҫҫӗ

Патӑрьел районӗнче харӑсах икӗ салара, Тӑрӑнпа Шӑнкӑртамра, сывлӑха сыхламалли объект хута кайӗ.

Тӑрӑн ялӗнче фельдшер пункчӗ клубра пулнӑ. Халӗ культура ҫурчӗ юсавра, унран инҫех мар медицина пункчӗ валли ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклеме пуҫланӑ. Ку ӗҫ вӑраха каймалла мар, кӗркунне чирлисене йышӑнма та пуҫлӗҫ. Шӑнкӑртамра вара врач амбулаторийӗ тума тытӑннӑ. Мӗн палӑртнине кӑҫалах вӗҫлеме шутлаҫҫӗ. Кунта терапевтпа педиатр ӗҫлӗ, ҫакӑнтах анализ пама, кӑнтӑрлахи стационарта сипленме май пулӗ. Шӑнкӑртам пек пысӑк салара пӗчӗк поликлиника пурри ял ҫыннисемшӗн тем пек пулӑш. Кӑҫал районти тӗп больница диспансеризаци ирттерет: 6982 ҫын сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслеме палӑртнӑ. 

 

Марина Карягина, Татьяна Иванова, Игорь Ульянов