Республикӑра социаллӑ сферӑна, вӑл шутра вӗренӳ, медицина тата культура тытӑмӗсене аталантарас тӗллевлӗ

Ҫавӑн пекех ҫемьесене ытларах тимлӗх уйӑрасшӑн. Кун пирки Вӑрнарта иртнӗ канашлура калаҫрӗҫ. Унта яваплӑ министерствӑсен тата районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсем хутшӑнчӗҫ.

Ҫитес уйӑхран 3-рен пуҫласа 7 ҫул тултарнӑ ачасемшӗн тӳлемелли ҫӗнӗ йӗрке вӑя кӗрет. Кун пирки Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова аса илтерчӗ. Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева республикӑри пур шкул ӗҫне те тӗпчессине палӑртрӗ. Чӑваш Ен шкулти вӗренӳ пахалӑхӗпе Раҫҫейре 34-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫулталӑк маларах кӑна 10-мӗш пулнӑ. Тепӗр тӗллев - ялта пурӑнакансене паха медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтересси. 2025-мӗш ҫулччен республикӑра сывлӑх сыхлавӗн 130 ытла объектне тума палӑртнӑ. Культура тытӑмне илес пулсан, иртнӗ 4 ҫулта республикӑра 20 объект хута янӑ. Кун пирки Культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтерчӗ. 

 

Надежда Александрова, Ирина Николаева, Игорь Ульянов