Республика юбилейӗ тӗлне Сӗнтӗрвӑрринче культура объекчӗсене ҫӗнетнӗ

Ӗҫсене 2 ҫул каялла тума пуҫланӑ. Ҫакӑн валли 30 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Вӑл шутра хулари ӳнер шкулне, районти ача-пӑча библиотекине, Шуршӑлти культура ҫурне юсанӑ.

Сӗнтӗрвӑрри - ӗлӗкхи хула. 18-19-мӗш ӗмӗрсенчех кунта чиркӳсем хута кайнӑ, больница ӗҫлеме пуҫланӑ, пушар хуралне йӗркеленӗ. Хула Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑран, кунта суту-илӳ тӑвакан купсасем пурӑннӑ. Вӗсем хӑй вӑхӑтӗнче кермен пек ҫуртсем хӑпартнӑ. Хӑшӗ-пӗри паянхи кунччен упранса юлнӑ. Ҫак ҫуртра 19-мӗш ӗмӗрте Степан Соснин купса пурӑннӑ. 2002-мӗш ҫулта ӑна федераци харпӑрлӑхне куҫарнӑ. Атӑл хӗрринче лараканскере туристсем тӳрех асӑрхаҫҫӗ. Ҫуртра паянхи кун Культура ҫурчӗпе район библиотеки вырнаҫнӑ. Кунта пӗлтӗр тӗп юсав ирттернӗ. 

 

Алена Артемкина, Олег Цыпленков