Республика Пуҫлӑхӗ куславккасен аталанӑвӗпе паллашрӗ

Куславкка тӑрӑхӗнче Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен паттӑрлӑхне халалланӑ асӑну комплексӗ пулать. Ҫак ӗҫе архитекторсем пуҫӑннӑ та ӗнтӗ. Сӑмах май, ку вӑл ҫӗршыври ҫавнашкал пӗрремӗш палӑк пулать. Кун пирки Куславккара пулнӑ май Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлтерчӗ.

Чи малтан Республика Пуҫлӑхӗ Куславккари пӗр предприятие ҫитсе курчӗ. Кунта лазерьпе касакан станоксем, тимӗртен тӗрлӗ япала туса кӑлараҫҫӗ. Пӗрлешӳ 2014 ҫултанпа ӗҫлет. Продукцие Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсӗр пуҫне Казахстана тата Беларуҫе ӑсатаҫҫӗ. Унтан Олег Николаев Куславккари 2-мӗш шкула ҫул тытрӗ. Унччен кунтан аякра мар "Малыш" ача сачӗ пулнӑ. Вӑл кивелнӗрен пӗчӗккисем валли шкул ҫумӗнче ушкӑнсем уҫас тенӗ. Куславкка тӑрӑхӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне район администрацийӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе яврӗҫ. 

 

Алена Артемкина, Екатерина Данилова, Михаил Солин