Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхне 10 ял кӗрет. Хальлӗхе кунта пӗртен-пӗр клуб. 30 ҫын вырнаҫмалӑх "культура вучахӗ" Кӑрмӑшра пур. "Халӗ Мӑналта ҫӗкленекен ҫурта хута яни халӑхшӑн тем пек телей пулмалла", - теҫҫӗ кунта пурӑнакансем. "Культура" наци проекчӗпе ҫӗкленекен объекта пуш уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Ӑна валли федераци хыснинчен 26 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Наци проекчӗпех ку ял тӑрӑхӗнчех библиотека юсаҫҫӗ.
Алиса Александрова, Олег Цыпленков