Районсемпе хуласенче маска йӗркине пӑхӑннине кашни кун тӗрӗслеҫҫӗ

Маскӑпа тата перчеткепе республикӑра усӑ кураҫҫӗ-и? Ҫакна пӗлес тӗллевпе ятарлӑ ушкӑнсем районсемпе хуласенче пулаҫҫӗ.

Ҫӗрпӳпе Куславкка тӑрӑхӗсенче те рейд иртрӗ. Тӗрӗслекенсем ача-пӑча лаптӑкӗсене, суту-илӳ вырӑнӗсене, парикмахерскисене тимлӗх уйӑрчӗҫ. Ҫынсене тӗрӗслекенсен аллинче хура папкӑсем пурри хӑратать - вӗсем штраф тӳлеттересрен шикленеҫҫӗ. Влаҫ органӗсен тӗп тӗллевӗ вара айӑпласси мар, хӑрушсӑрлӑх пирки аса илтересси. 

 

Надежда Александрова, Юрий Марков