Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче тӑвакан мемориал комплексӗнче халӗ хӗрӳ ӗҫ пырать. Постамента ҫирӗплетмелли кӑшкарӑн никӗсне хатӗрленӗ, газ пӑрӑхӗсене хурса тухнӑ. Калӑпӑшлӑ палӑка тӑвас ӗҫе темиҫе тапхӑра
Куславккара хӑнасем Атӑл хӗррине улшӑнусем кӗртесси пирки калаҫрӗҫ. Алла Салаева специалистсене хулан хӑйнеевӗрлӗхӗ пирки шутлама сӗнчӗ. Депутат ҫавӑн пекех Куславккари ҫӗнӗ ача сатне ҫитсе курчӗ. Кунта 160 ачана йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Строительство ӗҫӗсем тӗпрен вӗҫленнӗ, вак-тӗвеккисем ҫеҫ юлнӑ. Учреждение кӑҫал хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ. Тӗрлемесри вӑтам шкул ҫуртне юлашки 20 ҫулта пачах юсаман. Вӑл вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн самай юхӑннӑ. Ӗҫсене юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫлемелле пулнӑ, анчах та йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров