Пурӑнма та хӑтлӑ пултӑр, туристсене те илӗрттӗр

Ҫӗнӗ микрорайонта ача сачӗ хӑҫан хута ярӗҫ? Чурачӑкра ҫӗнӗ шкул тӑвӗҫ-и? Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пулнӑ май Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак ыйтусемпе кӑсӑкланчӗ.

Ҫул ҫӳрев хулари "Южный-2" микрорайонтан пуҫланчӗ. Кунта 240 ача валли ҫӗнӗ садик тума пуҫланӑ. Ӑна  "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗклеҫҫӗ. Ӗҫе строительсем кӑҫал кӗркунне вӗҫлеме палӑртнӑ. Ача садне ҫак тӑрӑхра тума йышӑнни ӑнсӑртран мар.  Микрорайон хӑвӑрт аталанать. Пӗлтӗр "Ял ипотекипе" усӑ курса ҫынсем кунта  150 ытла хваттер туяннӑ. Чурачӑкра пурӑнакансем вара ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Тӑватӑ корпусран пӗри самай юхӑннӑ, ҫавна май ачасене унта вӗрентме май ҫук, виҫҫӗшӗ - санитарипе -гигиена йӗркисене тивӗҫтермест. 

 

Надежда Александрова,  Андрей Шоклев