Патӑрьелте ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ача-пӑча ӳнер шкулӗ уҫӑлчӗ

Ӳнер шкулне тӗпрен юсанӑ урӑх ҫурта куҫарнӑ, калӑпӑшлӑ ӗҫсем 2 ҫул пынӑ. Ку тӗллеве пурнӑҫлама республика субсиди уйӑрнӑ.

Хушма пӗлӳ паракан учрежденире халӗ 500-ре яхӑн ача пултарулӑхне аталантарать. Унта вӗренекенсем районта кӑна мар, республика тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче тӑтӑшах палӑраҫҫӗ. 

1962-мӗш ҫултанпа ӳнер шкулӗнче ачасен музыкӑпа ташӑ тата ӳкерес туртӑмне тивӗҫтереҫҫӗ. Ӑсталӑх ҫурчӗ - районта хушма пӗлу паракан пӗртен-пӗр учреждени. Тӗрлӗ енлӗн аталанма ӑнтӑлакансен йышӗ ҫулран ҫул ӳсет. Анчах ку таранччен ӳнер шкулне сахалтан та 8 ҫӗре куҫарнӑ. Ҫурта юсама республика бюджетӗнчен 32 миллион тенкӗ яхӑн кайнӑ. Шалтан та, тулашӗнчен те паламалла мар улӑштарса хӑтлӑх кӳнӗ. «Культура" наци проекчӗпе 3 миллионлӑх ҫӗнӗ музыка инструменчӗсемпе тата вӗренӳ пособийӗсемпе пуянлатнӑ. 

 

Ирина Николаева, Виктор Степанов