Патӑрьелӗнче канализаци тытӑмне ҫитес ҫул йӗркене кӗртме шантараҫҫӗ

Шӑршлӑ каяшсем темиҫе ҫул Патӑрьелӗнче пурӑнакансене канӑҫсӑрлантараҫҫӗ. Лару-тару йывӑр тесен те йӑнӑш пулмӗ: канализаци шывӗ тавралӑха тата ялти ҫырмасене варалать.

Шӑршлӑ кӳлленчӗк ял хӗррипе юхса иртет. Канализаци шывӗ темиҫе гектар сарӑлса шурлӑха пуҫтарӑннӑ. Пӑлапа Кепе юханшывсем те шар кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех ҫывӑхри пусӑсенчи шыв ӗҫме юрӑхсӑра тухнӑ. Йывӑрлӑха татса парас тӗллевпе ял ҫыннисем тӗрлӗ инстанцине ҫитнӗ. Проектпа килӗшӳллӗн каяшсене тасатмалли сооруженине тӗпрен юсамалла, тепӗр тапхӑрпа пӑрӑхсене тата насус станцине ҫӗнетмелле. Ҫапла майпа хваттерсене кӑна мар, уйрӑм ҫуртсене те пӗр канализаци тытӑмне сыпӑнтарас тӗллевлӗ. 

 

Ирина Николаева, Димитрий Макаров