Александр Пушкинӑн ҫулталӑкри чи юратнӑ вӑхӑчӗ - ылтӑн кӗркунне. Ӑна халалласа вӑл 20 ытла сӑвӑ ҫырнӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн ҫак асамлӑ самантӗнче Чӑваш Ишек ялӗнче аслӑ поэтӑмӑра сума суса палӑк уҫрӗҫ. Вӑл ялти культурӑпа патриотика паркӗ ҫумӗнче вырӑн тупрӗ. Ӑна кунта ҫуралса ӳснӗ Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ Лев Кураков тӑрӑшнипе лартнӑ. Ҫывӑхрах вӑл пуҫарнипе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене халалласа гранит палӑксем вырнаҫтарнӑ, ҫӗнтерӳ ялавне ҫӗкленӗ. Халӗ Лев Пантелеймонович ҫак вырӑна малалла илемлетет, ҫитӗнекен ӑрӑва чунпа пуянрах пулма пулӑшакан уявсем йӗркелет.
Алексей Енейкин, Виктор Чугаров