Палӑка ҫӗнетсе юнашар часовня лартасшӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче хӑрушӑ инкек пулнӑранпа кӑҫал 60 ҫул ҫитет.

Пӗлӳ ҫуртӗнче алхаснӑ пушар 110 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Вӗсенчен 106-шӗ - ачасем. Аркадий Гаврилов 60 ҫул каялла пулнӑ инкеке халӗ те хурланса аса илет. Ун чухне вӑл 12-ре пулнӑ, 6-мӗш класра вӗреннӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫав хӑрушӑ пушартан хӑтӑлнӑ 9 ҫын пурӑнать. Вӗсем те, ытти ял халӑхӗ те шкул пулнӑ вырӑнти палӑка ҫӗнетесшӗн. Сӑмах май, ӑна 1994-мӗш ҫулта ку тӑрӑхра пурӑнакансен укҫипе лартнӑ. Палӑка Владимир Нагорнов скульптор тунӑ. Анчах укҫа-тенкӗ ҫитменнипе ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен. Хуракассисем палӑк ҫумне асӑну хӑми ҫирӗплетес тӗллевлӗ. Унсӑр пуҫне кунта юнашар часовня хӑпартасшӑн. 

 

Алена Артемкина, Ольга Алексеева, Дмитрий Солманов