Муркаш тӑрӑхӗнче йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫуллахи спорт сезонне уҫрӗҫ

Малтанах вырӑнти РАЙПО парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.

Шкул ачисем, аслисем, спортпа туслӑ ҫемьесем сывӑ пурнӑҫ йӗркине халалланӑ савӑнӑҫлӑ уява йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑтра хӑнӑхнӑ вырӑна килсе ҫитнӗ спортсменсем тинех пӗрле пухӑнма май килнишӗн савӑннӑ. Пухӑннисем ҫулсерен уява Ҫӗнтерӳ кунӗ уҫни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ. Кӑҫалхипе 20-мӗш хут иртнӗ ҫӑмӑл атлетсен тупӑшӑвӗнче кашниех парнесемпе тав хучӗсене тивӗҫрӗ.

 

Алиса Александрова, Иван Мокеев