Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакансем таврана тасамарлӑх сарӑлнипе нушаланаҫҫӗ

Ҫурлатӑри ялӗнчи ҫынсем юнашар вырнаҫнӑ выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн ӗҫ-хӗлӗпе кӑмӑлсӑр.

Ферма тавралӑха усал шӑршӑ сарать, ҫитменнине нумаях пулмасть унта тислӗк управӑшӗ татӑлса кайнӑ, тасамарлӑх яла та ҫитнӗ. Ҫынсем кун пирки тӗрлӗ ведомствӑна пӗлтернӗ, анчах нимӗнле улшӑну та пулман. Вырӑна Раҫҫей халӑх фрончӗн хастарӗсемпе пӗрле пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитсе курчӗ. 

 

Вероника Павлова, Никита Углев