Куславкка районӗнчи Елчӗкре "Смолин вулавӗсем" иртрӗҫ

Ӑна паллӑ поэта халалласа район администрацийӗпе куславккасен ентешлӗхӗ 8-мӗш хут йӗркелерӗ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем хутшӑнчӗҫ. Кашниех поэтӑн хӑйӗн кӑмӑлне каякан сӑввине суйласа илнӗ. Анатолий Смолин поэзийӗ хӑйне евӗрлӗ: вӑл тарӑн шухӑшлӑ, сӑнарлӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫӑмӑллӑн вуланать, асра юлать. Сӑвӑ калакансен ӑсталӑхне поэтӑн ывӑлӗпе мӑшӑрӗ, Владимир Милютин хореограф, филологи ӑслӑлӑхӗн докторӗ Виталий Родионов тата ыттисем те хакларӗҫ. Ҫакнашкал конкурссем паллӑ ҫынсен пултарулӑхне асра тытма пулӑшаҫҫӗ. "Смолин вулавӗсем" малашне те сӑвӑ илемлӗ вулама юратакансене йышлӑ пуҫтарасса шанаҫҫӗ.

 

Диана Иванова, Юрий Стифонов