Красноармейскинче кӑҫал бассейн тума пуҫлаҫҫӗ

Ҫакӑн пирки Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаева районта ҫӳревпе пулнӑ май сӑмах пычӗ. Вӑл спорт шкулне тата "Колосок" ача сатне ҫитсе курчӗ. Ҫавӑн пекех район хастарӗсемпе канашлу ирттерчӗ.

Красноармейскинчи спорт шкулне 610 ача ҫӳрет. Вӗсем 7 спорт енӗпе ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. 1985-мӗш ҫулта хута янӑ ҫурта ку таранччен пӗрре те тӗпрен юсаман. Пӗлтӗр тинех республика тата район бюджетӗнчен укҫа уйӑрса панӑ. Ҫак пулӑшупа спорт залне, хывӑнса тӑхӑнмалли, ҫӑвӑнмалли пӳлӗмсене ҫӗнетнӗ. Халӗ кунта ачасене вӗренме те, сывлӑха ҫирӗплетме те хӑтлӑ майсем. Республика Пуҫлӑхӗ "Колосок" ача сатӗнче те пулса курчӗ. Пурӗ кунта 127 ача ҫӳрет. Вӗсемпе 12 специалист ӗҫлет. Кунта юсава темиҫе тапхӑра пайланӑ. 2019-мӗш ҫулта чӳречесене улӑштарнӑ, пӗлтӗр ҫуртӑн тулаш енне тирпейленӗ, шыв тытӑмне, канализаци улӑштарнӑ. Кӑҫал валли те ӗҫ нумай пӑхса хунӑ. 

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов