Красноармейски тӑрӑхӗнче энерги перекетлеме пулӑшакан технологисемпе усӑ кураҫҫӗ 

"Ниме - халӑх бюджечӗ" проектпа кӑҫал ялсенче 1600 пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртнӗ. Программӑна Куславка тӑрӑхӗнче туллин пурнӑҫланӑ. Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Красноармейски округӗсенче те палӑртнӑ ӗҫе вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Трак тӑрӑхӗнче пурӑнакансем, тӗслӗхрен, перекет технологийӗсен уссине туйса илнӗ. 

Красноармейски округӗ - хальхи технологисене пурнӑҫа кӗртессипе малта пыракан муниципалитетсенчен пӗри. Паллах, кунта Трак Ен тӑрӑхӗн тилхепине тытса пыракан Павел Семеновӑн тӳпи пысӑк. Вӑл халӑх хӑтлӑхра пурӑнтӑр тесе сахал мар вӑй хурать. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче перекет технологийӗсене усӑ курма тытӑннӑ. Салана шывпа тата ӑшӑпа тивӗҫтерекен насус станцийӗ паян хӗвел батарейинчен ӗҫлет. Ку ҫӗнӗлӗх патне ахальтен мар пырса тухнӑ. Унччен коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗн энергипе усӑ курнӑшӑн тӑтӑшӑх парӑм пухӑннӑ. Шӑпах ҫак ҫитмелнӗхе пӗтерме тата тарифсене ӳстерес мар тесе округ пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ технологие пурнӑҫа кӗртме шутланӑ, хӗвел батарейипе ӗҫлекен 60 киловаттлӑ электростанци вырнаҫтарнӑ. Укҫа-тенкӗн пӗр пайне предприяти уйӑрнӑ, ыттине муниципалитет тата республика бюджечӗсенчен саплаштарнӑ. 

Унччен Павел Семенов ҫак майсемпе Канаш округӗнчи Сухайкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ вӑхӑтра усӑ курнӑ. Унӑн пуҫарӑвӗпе ялта автобус валли "ӑслӑ" чарӑну вырӑнӗ йӗркеленӗ. Объектри техникӑна паянхи кун та 5 киловаттлӑ хӗвел батарейи ӗҫлеттерсе тӑрать. 

Паян вара ҫӗнӗлӗхе красноармейскисем пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Кӑҫал Именкассинче те перекет технологийӗн уссине туйса илнӗ. Республика Пуҫлӑхӗн проектне хутшӑнса вӗсем урамри шыв пӑрӑхӗсене улӑштарнӑ, скважина чавса насус станцине ҫӗнетнӗ. Ӑна хӗвел вӑйӗпе ӗҫлемелле тунӑ. Ҫакӑн валли ял халӑхӗ кашни килтен 18-шар пин тенкӗ пухнӑ. 

Насус станцийӗ хӗвел панелӗсенчен тата ҫил вӑйӗпе ӗҫлекен генератортан электричество илсе тӑрать. Энерги ятарлӑ аккумуляторсенче пухӑнать. Енчен те кӑлтӑксем пулсан автоматика бензинпа ӗҫлекен генератор ҫине куҫарать. Шыв пӑрӑхӗсене те именкассисем "ӑспа" улӑштарнӑ. Кашни кил умне пушар гидранчӗ вырнаҫтарнӑ, вӗсем вара тӗп магистральпе ҫыхӑнаҫҫӗ. Енчен те пӗр вырӑнта пӑрӑх юрӑхсӑра тухсан, шыва урамӗпех чармалла мар - гидрантсенчи сӑлӑпа кӑна хупмалла. 

Леонид Петров, Игорь Ульянов