Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнелте ҫӗнӗ чиркӳ уҫӑлчӗ

Ӑна ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ ҫын пулӑшнипе тунӑ. Таврара пурӑнакансем халӗ унта кӗлле ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.

Ҫак йывӑҫ чиркӗве 3 ҫул каялла тума пуҫланӑ. Малтанах ырӑ шухӑш тытнӑ ашшӗпе ывӑлӗ пулас ҫуртӑн эскизне ӳкернӗ. Кӑсӑклансах ытти регионсенчи чиркӳ проекчӗсене тӗпченӗ. Ял халӑхӗ ҫак пуҫарӑва хапӑлласа йышӑннӑ. Пӗрле пухӑнса вӑй ҫитнӗ таран ӗҫпе пулӑшма пуҫланӑ. Чиркӗве Георгий Ҫӗнтерӳҫӗ ҫветтуй ячӗпе уҫрӗҫ. 

 

Алексей Енейкин, Елена Михайлова