Кашни ял тӑрӑхӗ 100 пин тенкӗлӗх илемленӗ

Муниципалитетсене хӑтлӑх кӗртме укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ҫак кунсенче Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ялти хастарсемпе видеоҫыхӑнӑва тухрӗ.

Сахал ҫын пурӑнакан пӗчӗк ял е пысӑк хула - унӑн нуши-савӑнӑҫне пӗрле пайлама пултарни республикӑна малалла аталантарма ҫул уҫать. "Ҫавӑнпа та сирӗнпе инҫет мелпе ҫыхӑнни те пирӗншӗн паха", - терӗ Олег Николаев. Тӳрӗ лини старостӑсене хӑйсен шухӑшӗсене тӳрремӗн пӗлтерме май пачӗ. Ытларах яла пырса кӗнӗ тӗлти ҫулсем япӑхни, ача-пӑча выляса савӑнмалли лаптӑксем ҫукки, шыв уҫлакан башньӑсем кивелни пирки пычӗ сӑмах. Муниципалитетсен ертӳҫисем те хӑйсен сӗнӗвӗсемпе хутшӑнчӗҫ калаҫӑва. Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе пӗр ӗмӗр ҫитнӗ май ялсемпе хуласене тата та хӑтлӑрах, илемлӗрех тума хушма укҫа уйӑрма ыйтакансем пулчӗҫ. Регион ертӳҫи ку шухӑша ырларӗ. Ял хуҫалӑх тата Финанс министрӗсене кашни ял-хула тӑрӑхне 100-шер пин тенкӗ парассине пӑхса тухма хушрӗ. 

 

Алиса Александрова