Кашни район-хулара 10-шар ушкӑн ӑнлантару ӗҫне ирттерет

Хальлехе пирӗн республикӑра вирус сарӑлма чарӑнман. Иртнӗ талӑкра тата 78 ҫын чирленине тупса палӑртнӑ. Ҫавна пулах ҫирӗп йӗркене малалла пӑхӑнма тивет.

Кашниех хӑйӗн сывлӑхӗшӗн яваплине пӗлсе тӑрать пулин те, Чӑваш Енре ятарлӑ ушкӑнсем кунсеренех тӗрӗслеве тухаҫҫӗ. Лавкка-пасарта, парикмахерскисенче йӗркене мӗнле пӑхӑннине шута илеҫҫӗ. Хальхинче Ҫӗмӗрле тата Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче иртнӗ рейда пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те хутшӑнчӗ. 

Алиса Александрова, Никита Углев