Палӑртса хӑвармалла, 2016-мӗш ҫулта Культура ҫуртӗнче пысӑк кинозал хута янӑ. Унта хула ҫыннисем йышлӑн ҫӳренине кура, тепӗр зал уҫма шутланӑ. Ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме Кино фончӗ пулӑшнӑ. Ҫакна валли федераци бюджетӗнчен 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫа-тенкӗпе проектор, сасӑ тата ҫутӑ хатӗрӗсем, пысӑк экран туяннӑ. Сӑмах май, операторсем инҫет мелӗпе килтенех ятарлӑ программӑсемпе усӑ курса фильмсем кӑтартма пултараҫҫӗ.
Елена Дмитриева, Игорь Ульянов