Канашра «Росагролизинг» пулӑшнипе элеватор юсаҫҫӗ

Республика Правительстви Раҫҫейри агролизинг компанипе ятарлӑ килӗшӳ тунӑ. Ҫавна май ҫывӑх вӑхӑтра Канашра элеватор ҫуртне тӗпрен ҫӗнетмелле.

Ӑна 31 ҫул каяллах тума пуҫланӑ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула хута ярайман. Ӗҫ 1993-мӗш ҫултах чарӑнса ларнӑ. Кӑҫал "Агролизинг" компани пулӑшнипе йывӑр лав вырӑнтан тапраннӑ. Вырма ӗҫӗсем пуҫланнӑ тӗле кунта тырӑ пахалӑхне тӗрӗслекен уйрӑм туса пӗтересшӗн. 

 


Алексей Енейкин, Никита Углёв